-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче 13 мăшăр упăшкипе арăмĕ пулса тăнă, Ленин районĕнче – 12 мăшăр, Октябрьскипе Советски районĕсенче – вуншар мăшăр. Республикипе илес пулсан Октябрьски хули малта пырать. Кунта официаллă майпа 15 мăшăра регистрациленĕ.
ПР Юстици патшалăх комитечĕ палăртнă тăрăх, çитес илемлĕ дата 2026 çулхи февраль уйăхĕн 26-мĕшĕпе тÿр килет. Çак кунхине республикипе 128 мăшăр çемье çавăрма палăртать.