Пур хыпар та
Çемье
19 Нарӑсӑн , 12:00

Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье

Шаран салинчи «Батыр» ача сачĕн Хурамал ялĕнчи «Мишутка» филиалĕнче республикăра Пысăк та туслă çемье çулталăкĕ пулнине асра тытса, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин кунĕ çывхарнине халалласа «Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» йăлана кĕнĕ спорт тата çемье уявĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти шкул çулчченхи ачасенче патриотизм туйăмне вăратма, çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн чи лайăх йăли-йĕркисемпе паллаштарма, шăпăрлансенче çĕршывăн мухтавлă хÿтĕлевçисемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ йĕркелеме пулăшать.

Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье

Уçă сывлăшра йĕркеленĕ ăмăртăва Григорьевсемпе Егоровсем, Игнатьевсемпе Курмакаевсем, Куликовсен тата тепĕр Григорьевсен çемйисем хастар хутшăнчĕç. Аслисемпе ачасем гимнастика ункине пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарассипе, лаша утланса тата пĕр урапа йĕлтĕр çине тăрса чупассипе, хăйсен тĕпренчĕкĕсене çунапа ярăнтарассипе, вĕрен туртассипе ăмăртрĕç. Уйрăмах ачасем пысăк хавхаланупа вылярĕç. Спорт мероприятине çемьесем хутшăнма кăмăл туни – хăй пĕр çĕнтерÿ тесе шутлатăп. Çавăнпа та жюри пайташĕсем пĕр-пĕрне пулăшма пĕлни тата çемье килĕшĕвĕ çĕнтерчĕ тесе йышăну турĕç. Командăсем усă курмалли парнесене, пылак кучченеçсене тивĕçрĕç.

«Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» спорт тата çемье уявĕ сывлăш çавăрса иличчен  вĕçленчĕ. Шăпăрлансем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, куракансем те тулли кăмăлпа саланчĕç.  

Светлана ГРИГОРЬЕВА, воспитатель.

Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас