Урал сасси
-3 °С
Облачно
Çемье
20 Февраля , 05:00

Поповсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă

Савăнăçлă хыпара ПР Юстици ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Владимир Спеле пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Поповсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнăПоповсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă
Поповсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă

2026 çулхи февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче Иглин районĕнче пурăнакан Алексейпе Станислава Поповсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă. Владимир Спеле хыпарланă тăрăх, арçын ачана Лев ят панă.

Çак савăнăçлă пулăмчен Поповсен çемйинче тăхăр ача çитĕннĕ: пилĕк хĕр ача тата тăватă арçын ача. Иглин район администраци пуçлăхĕ Гюзель Насырова пĕлтернĕ тăрăх, нумай ачаллă çемье Кумертау хулинчен Иглин салине куçса килнĕ. Алексей Викторович – ÿнерçĕ-гравер, Станислава Олеговна – фотограф.  

Автор:Ирида Матниязова