Пур хыпар та
Çемье
20 Нарӑсӑн , 14:00

Çулталăк логотипне çирĕплетнĕ

Пушкăртстанра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕн логотипне çирĕплетнĕ. Вăл çирĕп те темиçе ăрăва çыхăнтаракан ырă тĕслĕх, мĕнпур çĕршывăн тата республикăн йала-йĕрке никĕсĕ пулнине пĕлтернĕ регион правительствин пресс-службинче.

Çулталăк логотипне çирĕплетнĕ
Çулталăк логотипне çирĕплетнĕ

– 2026 çула Пушкăртстанра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕ тесе палăртни çемье хаклăхĕсене çирĕплетме май парĕ, обществăна килĕшÿллĕ аталанма условисемпе тивĕçтерĕ. Çемье, пысăк тата туслă, нумай ачаллă , темиçе ăруран ăрăва куçакан çемьесен сумлăхне ÿстересси çулталăкăн тĕп теллевĕ пулса тăрать, – тенĕ ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министр Ольга Кабанова.
Логотипăн текст пайне икĕ патшалăх чĕлхипе (пушкăрт тата вырăс) чĕлхипе çырнă: «Ҙур һәм татыу ғаилә йылы» – «Год большой и дружной семьи». Вăл логотип композицийĕпе тачă çыхăннă, куç умĕнчи ÿкерчĕкĕн содержанине малалла тăсать.
Темиçе ăру пулни чылай чухне çемьери йăла-йĕркесене тата хаклăхсене упраса хăварма май парать тесе палăртнă министр. Логотипăн тĕллевĕ ÿкерчĕке куçпа хак партарасси çеç мар, хĕрÿ кăмăлпа нумай нациллĕ Пушкăртстанра çемье йăли-йĕркисемпе хаклăхăсене çынсен ăшне хывасси пулса тăрать.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас