

Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемье тата та пуянрах пулса тăнă. Халĕ Андреевсен çемйи вун икĕ çынран тăрать. Çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ - Светланăпа Александрăн Илья ятлă ывăлĕ çуралнă, вăл шучĕпе вуннăмĕш.
ПР Юстици ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Владимир Спеле пĕлтернĕ тăрăх, тин çуралнă пепкен икĕ аппăшĕпе (Юлияпа Надежда) çиччĕ пичĕшĕ (Алексейпа Никита, Даниилпа Матфей, Тимофейпа Владимир тата Мирон) пур.
- Çтерлĕ районĕнчи ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕсем вуннăмĕш хут атте-анне пулнă Светланăпа Александр Андреевсене ача çуралнине çирĕплетекен патшалăх регистрацийĕн документне чаплă лару-тăрура панă, - палăртнă ведомство ертÿçи.