Урал сасси
+18 °С
Облачно
Çемье
17 Июня , 13:30

Качча кайма отпуск параҫҫӗ

Тӗрессипе, качча кайма ҫеҫ мар, авланма та. Ҫемье ҫавӑракансене саккун 5 кун таран отпуск илме ирӗк парать. Анчах уншӑн ӗҫрен укҫа тӳлемӗҫ. Ку вӑл ҫын хӑй шучӗпе канассине пӗлтерет.

Качча кайма отпуск параҫҫӗКачча кайма отпуск параҫҫӗ
Качча кайма отпуск параҫҫӗ

Туя васкамасӑр хатӗрленме 5 кун таран отпуск илме организацин чарма ирӗк ҫук тесе пӗлтерет Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Отпуск илес тесе хут ҫырса памалла. Хӑв шутпа илнӗ отпуска черетлӗ кануран тытса илмӗҫ. Стаж та кунта витӗм кӳмест. Ӗҫе анчах вырнаҫнисем, сӑнав вӑхӑчӗ иртиччен те кун пек отпуска илме юрать. Анчах кун пек чухне вӗсен сӑнав кунӗн шутне отпуск илнӗ кун чухлӗ тӑсса парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ача ҫуралсан та ҫын хӑй шучӗпе 5 кун отпуск илме пултарать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас