Урал сасси
-3 °С
Облачно
Çемье
26 Июня , 04:00

Хăйсен тымарне хисеплеççĕ

Пелепей районĕнче июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче кĕрлесе иртнĕ ака-суха уявне Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Пушкăртстанри Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалланă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Хăйсен тымарне хисеплеççĕХăйсен тымарне хисеплеççĕ
Хăйсен тымарне хисеплеççĕ

Пелепей тăрăхĕ нумай нациллĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Шăпах çак кунхине наци йăли-йĕркисене тата культурăна типтерлĕ упракан, нумай ачаллă çемьесене чысланă.

Слакпуç ялĕнче пурăнакан Ольга Анатольевнапа Михаил Иванович Андреевсен çемйи – туслăхпа ĕçченлĕхе, хăйсен тымарне хисеплекен тĕслĕх. Пилĕк ача çитĕнтерекен мăшăр хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкрен ĕçлеме, яваплă пулма, çемье хаклăхĕсене юратма вĕрентет.

ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев çемье хаклăхĕсене аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн, йăла-йĕрке никĕсĕ çинче ачисене воспитани панăшăн, районăн общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Андреевсен çемйине Тав çырăвĕ парса чысланă.

Автор:Ирида Матниязова