

Уйăх тăршшĕ республикăра пурăнакансем, организацисем тата предпринимательсем çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли тумтир, ура тăхăнмалли, кĕнекесем, теттесем, пĕчĕк ача таварĕсем тата çемье валли кирлĕ ытти япалсем пухнă.
Пурте пĕрле тăрăшнипе 437 çемье пулăшу илнĕ, вĕсенче 1400 ача çитĕнет. Çав шутра 408 нумай ачаллă çемье, сывлăх çитменлĕхĕсем пур ачаллă 52 çемье тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен 92 çемйи.
Акци вăхăтĕнче пĕчĕк ачасем валли 5 пине яхăн гигиена хатĕрĕ, 1444 тумтир, 279 мăшăр атă-пушмак, 454 тетте, 337 канцеляри таварĕ, 132 кĕнеке, 81 апат-çимĕç пуххи, сĕтел-пукан, коляскăсем, вырăн тата спорт хатĕрĕсем тата ытти кирлĕ япала пухнă.
«Ырă кăмăллă çемье бумерангĕ» Пушкăртстанра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма хатĕр çынсем чылай пулнине черетлĕ хут çирĕплетнĕ.