

Кăçал конкурсра çĕршыври 300 чи лайăх çемье ăмăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ Пушкăртстанран пулнă.
Регион ертÿçи Гиззатуллин-Черныхсен çемйи туслă та пĕрлешÿллĕ пулни, пĕр-пĕрне пулăшнипе тата тĕрлĕ енлĕ талантлă пулнипе уйрăлса тăни çинчен пĕлтернĕ. Çемье пуçĕ Эдуард Альбертович водитель пулса ĕçлет, çав вăхăтрах конструктор та шутланать, музыкăпа туслă, Тăван çĕршыв историне лайăх пĕлет. Унăн мăшăрĕ Анна Леонидовна математикăра аван ăнкарать, сисĕмлĕ чунлă пулнипе ыр кăмăллăх ĕçне илсе пырать. Вĕсен Миронпа Есения ачисем искусство патне туртăнаççĕ, тĕрлĕ наука конкурсĕсемпе олимпиадăсен призерĕсем шутланаççĕ. Ирина Владимировна кукамăшĕ – биологи наукисен кандидачĕ, пенсире хăйне киленĕç тупнă, «Вырăс юрри» халăх хорне ертсе пырать.
«Çĕнтерÿçĕсене чунтан саламлатăп тата республикăран хутшăннă ытти çемьесене те тав тăватăп. Сире çемье ăшшипе телей сунатăп!» - çырнă Радий Хабиров.
Конкурс условийĕсем тăрăх, 60 çĕнтерÿçĕ-çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма кашниех 5 млн тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Суперфинала тухнисем пурте çемье çул çÿревне кайĕç.