Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çемье
28 Июлӗн , 07:00

Шкул формишӗн компенсаци илессине онлайн мелĕпе йӗркелеме пулӗ

Асăннă çӗнӗлӗх2027 ҫулхи январь уйăхĕн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.Пушкӑртстанранумай ачаллӑ ҫемьесенчи шкул формишӗн компенсаци, ҫавӑн пекех пӗрремӗш класса каякансем валли шкулпа ҫыру хатӗрӗсен пуххисем  памалли йӗркене ҫирӗплетнĕ.

Шкул формишӗн компенсаци илессине онлайн мелĕпе йӗркелеме пулӗШкул формишӗн компенсаци илессине онлайн мелĕпе йӗркелеме пулӗ
Шкул формишӗн компенсаци илессине онлайн мелĕпе йӗркелеме пулӗ

Халӗнумай функциллĕ центрта (МФЦ) тата республикӑри Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта (РЦСПН) кӑна мар, онлайн мелпе "Госуслуги"портал урлӑ пулӑшу ыйтма пулать.ТивӗҫлӗпостановлениеАндрей Назаров премьер-министр алӑ пуснӑ.

Çăмăллăхсене уйăрас ĕçре те улшăнусем пулса иртнĕ. Халӗ компенсаципе наборсем уйăрса парассишӗн унчченхи пек Вӗренӳ министерстви мар, ПР Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министерство яваплӑ.

Аса илтеретпӗр, шкул формишӗн икӗ вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен компенсаци параҫҫӗ.Çăмăллăхпа, ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑш чи пӗчӗк виҫерен иртмест пулсан, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗш класс таран вӗренекенсем тивӗҫеҫҫӗ.

Шкулпа ҫыру хатӗрӗсен пуххине нумай ачаллӑ ҫемьесенчи пӗрремӗш класа каякансем валли уйăраççĕ. Комплекта 22 япала кӗрет: тетрадьсем, хуплашкасем, дневник, ручкӑсем, кӑранташсем, сӑрӑсем, пластилин, пенал, ранец тата ҫутӑ кӑтартакан жилет. Наборсене сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗччен илме пулать. Компенсаци заявленийӗсене сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрь уйăхĕн 30-мӗшӗччен, пӗрремӗш класра вӗренекенĕн пуххине илмелли заявленисене май уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июль уйăхĕн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 Пушкӑртстанра халӗ нумай ачаллӑ 75 пин ҫемье пурӑнать.Ку 2020 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсемпе танлаштарсан 14% нумайрах.2025 ҫулта çемьесене пулӑшма 1,25 миллиард тенкӗ тăкакланă.

Республикӑра  колледжсенче тӳлевлӗ вӗреннин хакӗн 50 процентне саплаштараҫҫӗ, ҫулталӑкне 30 пин тенкӗ таран.  Хӑйсен ӗҫне уçас текен ашшӗ-амӑшӗ валли социаллă контрактсем тӑваҫҫӗ, регионта ачаллӑ ҫемьесем валли пилӗк тÿлевпе "Пӗрлехи заявлени" принципӗ ӗҫлет. Ҫулталӑкра пилӗк хут ыйтса заявлени çырас вырăнне пӗрре ҫеҫ çырни те ҫителӗклӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас