Урал сасси
+17 °С
Дождь
Çемье
9 Августа , 08:00

Пушкăртстанра чи нумай мăшăрланнă хула паллă

Нефтекамск хули çак кунсенче çемье çавăрассипе республикăра мала тухнă. Хула мэрĕ Эльдар Валидов пĕлтернĕ тăрăх, илемлĕ датăллă кун (08.08) 29 çамрăк мăшăрланнă.

Пушкăртстанра чи нумай мăшăрланнă хула паллăПушкăртстанра чи нумай мăшăрланнă хула паллă
Пушкăртстанра чи нумай мăшăрланнă хула паллă

«Ку вăл шучĕпе регионта чи нумаййи. Вихаревсен çемйине вара уйрăмах ăнăçу кĕтнĕ. Сергейпа Мария 2026 çулта мăшăрланни çинчен калакан 500 № свидетельствăна алла илнĕ», - палăртнă хула пуçлăхĕ.

Маларах, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче (июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче), Пушкăртстанра 160 мăшăр çемье çавăрнă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас