

Ăна хатĕрлеме 1-2 чĕрĕ хăяр, 3-4 хытăлла пĕçернĕ çăмарта, пĕр пуç хĕрлĕ сухан, чĕрĕ укроп, 2 апат кашăкĕ хĕвел çаврăнăш вăрри е кедр мăйăрĕ, 1 апат кашăкĕ 20-30% хăйма, 1 апат кашăкĕ майонез, хăвăра кирлĕ чухлĕ тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç кирлĕ.
Чи малтан сухана маринадламалла. Ăна çурма çаврашкасем туса касмалла та чашăк çине хумалла, ун çине 1 чей кашăкĕ сахăр, ½ чей кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ уксус хушмалла, çиелтен вĕресе тăракан шыв ямалла та 7-10 минут тăратмалла, шывне тăкмалла.Ун пек тусан сухан çутă тĕслĕ пулать, унăн йÿççи те тухать.
Хăяра çÿхе çурма çаврашкасем е хăвăра кирлĕ пек, çăмартана тăваткал туса касмалла, хĕвел çаврăнăш вăррине е кедр мăйăрне типĕ çатма çинче 1-2 минут ăшаламалла, укропа вĕтĕ турамалла. Пурне те пĕрле хутăштарса майонезпа хăйма хутăшĕ ярса пăтратмалла. Салат хатĕр те.