

Валентинпа Анастасия Судеевсен юрату историйĕ çĕнĕ поэма сюжечĕ пулма пултарать. Унта Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин мĕнпур атрибучĕсем пур: кÿршĕллĕ Хушăлкапа Слакпуç ялĕсем, сумлă ашшĕсен ачисем, çамрăксем хушшинчи пĕрремĕш хĕлхем тата вĕреннĕ вăхăтра юратăва тĕрĕслени. Анчах ку историн вĕçĕ пачах урăхла. Трагеди вырăнне çирĕп те çамрăк çемье йĕркеленет.
Валентинпа Анастасийăн ашшĕсем çывăх туссем кăна мар, вырăнти хуçалăхсене ертсе пыракан ĕçтешсем те пулнă. Хушăлка ялĕнчи Владимир Анатольевич Судеев Валентин ывăлне час-часах хăйпе пĕрле ĕçлĕ çул çÿревсене илсе çÿренĕ. Каччă Слакпуç ялĕнчи çивĕч ăслă та илемлĕ хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. Настьăн уй-хире аса илтерекен ылтăн тĕслĕ çÿçĕсем самантрах каччăн чĕрине парăнтарнă. Анчах каччă тĕлĕнмелле ырă та шанчăклă çын пулнине ăнланса илмесĕр хĕр унпа туслă пулма килĕшмен.
Валентинпа Анастасия хресчен ĕçне мĕн ачаранах пĕлеççĕ, ака-суха, вырма вăхăтĕнче ашшĕсен ыйхăсăр каçĕсене сахал мар курнă. Çавăнпа та ял пурнăçĕ çине иккĕшĕ те пĕр пек куçпа, хавхаланса та тав туса, пăхаççĕ. Шăпа хушнипе 2017 çулта Валентинпа Анастасия çемье çавăрнă.
Туй хыççăн Настя Хушăлка ялне пурăнма куçрĕ. Хастар та уçă кăмăллă çамрăк кин самантрах хамăр ял çынни пулса тăчĕ. Ăслă та вашават хунямăшĕ Зинаида Петровна ăна пысăк хуçалăх тытса пымалли вăрттăнлăхсене вĕрентет, кинне хăй хĕрĕ вырăнне йышăнать.
Анастасия ялти культура çуртĕнче те яланах кĕтнĕ хăна. Унăн юрри-кĕввисем кашни уявах илем кÿреççĕ. Ял çыннисем концертсене юрăсем итлеме çеç мар, артисткăн илемĕпе киленме, хавхалануллă кăмăл туянма çÿреççĕ. Валентин уй-хирте чух Анатасия хуçалăха хăй илсе пырать. Килте те, хăйсем уçнă таварсем валеçмелли пунктра та ĕçлесе ĕлкĕрет. Чылай çыншăн «Телей» лавккан сентри умĕнче тăракан Настьăн кулли – çĕнĕ кунăн чи лайăх пуçламăшĕ. Вăл - çемьене тытса пыракан, кăлтăксăр ĕçлеме пулăшакан мотор евĕрех. Унсăн пуçне Настя икĕ пĕчĕк ачан – ывăлпа хĕрĕн – тимлĕ амăшĕ.
Пурнăçĕсене хаяр йăласемпе çын çилли татнă «Нарспи» поэмăн тĕп сăнарĕсемпе танлаштарсан Судеевсем хăйсен телейне ĕçпе, ăспа тата аслисене хисепленипе упраса хăварнă. Вĕсен историйĕ – хальхи чăн-чăн легендăсене чернилпа мар, уй-хирти тăварлă тарпа, ял уявĕсенчи юрăсемпе, çутă çунакан чÿречесенчи лăпкă телейпе çырнине çирĕплетет.
Альбина ВАСИЛЬЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.