

«Пилĕк е ытларах ачаран та пуçлама юрать. Кун пек чухне укçа-тенкĕпе пулăшни капитал çеç пулса тăмасть, ашшĕлĕхĕн яваплăхне ÿстерме пулăшĕ»,- тенĕ Сергей Игоревич РИА Новостине.
Тÿлев виçи 2 млн тенкĕрен кая мар пулмалла. Ăна пурăнмалли çурт-йĕр хакне тата çын пуçне пурăнмалли лаптăк норми 18 тăваткал метртан кая мар пулмаллине асра тытса шутламалла. Тÿлев укçине уйрăм çурт е хваттер туяннă çĕрте çеç мар, автомобиль туяннă чух та усă курма юрать.
Тĕслĕх вырăнне Сергей Рыбальченко Сахалин облаçне илсе кăтартнă. Унта 2014 çултанпа виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене ипотека тÿлеме 2 млн тенкĕ уйăрса параççĕ.
Хальлĕхе Сергей Рыбальченко сĕнĕвне, ача ашшĕн капиталĕ тÿлессине, законпа çирĕплетмен.
Хаклă туссем, эсир çак сĕнÿпе килĕшетĕр е хирĕç?
Юрий СНЕГОПАД.