Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
25 Апрелӗн 2022, 16:15

Пушкăртстанра 100 ытла çынна сăвăс çыртнă

Юлашки вăхăтра регионти медицина организацийĕсене 105 çын сăвăс çыртнине пула пулăшу ыйтма килнĕ, вĕсенчен 54-шĕ ачасем. Иртнĕ çул çак кăтарту апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 124 пулăмпа танлашнă. Çакăн çинчен Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ

Пушкăртстанра 100 ытла çынна сăвăс çыртнă
Пушкăртстанра 100 ытла çынна сăвăс çыртнă

Хурт-кăпшакăсем урлă сарăлакан инфекцисене тата энцефалита хирĕç кĕрешес тĕллевпе Пушкăртстанра çывăх вăхăтра 4 пин гектар лаптăк çинче акарицидлă ĕçсем (наркăмăш сапса сăтăрçăсене тĕп туни) туса ирттерĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: