Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
28 Майӑн 2022, 15:20

Пушкăртстанра пурăнакан хăйĕн çурчĕ умĕнче чикĕ юпи лартнă

Раççейре май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пограничниксен кунне паллă тăваççĕ. Ĕпхÿ районĕнчи Юматово поселокĕнче пурăнакан Наиль Хаеритдиновшăн çак уяв пушă сăмах мар. Хĕсметре тăнине асра тытса вăл хăйĕн çурчĕн картишĕнче чикĕ юпи вырнаçтарса лартнă.

Пушкăртстанра пурăнакан хăйĕн çурчĕ умĕнче чикĕ юпи лартнă
Пушкăртстанра пурăнакан хăйĕн çурчĕ умĕнче чикĕ юпи лартнă

Чикĕ сыхлавçи пулнă çыннăн çурчĕ аякранах курăнса ларать. Хапха алăкĕ çинче «Чикке çăрапа питĕрнĕ» («Граница на замке») тесе çырнă ялав вĕлкĕшет. Ăна арçын кашни çулах Çу тата ĕç уявĕнче тухса çакать те май уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пограничниксен кунĕнче, çеç илет.

Картишĕнче, чÿрече умĕнчех, хĕрлĕпе симĕслĕ палланă чикĕ юпи тăрать.

- Ку вăл - манăн ĕмĕт. Пурнăç тăрăшшĕпе эпĕ çĕнĕ пÿрт хăпартма тата юпа лартма палăртнă. Пилĕк çул каялла ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ. Халĕ çурт та, юпа та тăрать, - тет Наиль.

Чикĕ сыхлавçи унăн постаменчĕ кÿршисене çеç мар, иртсе çÿрекенсене те илĕртнине пĕлтерет. Хăшĕ-пĕрисем картишне кĕрсе юпа умĕнче сăн ÿкерчĕк ÿкерттерме те ирĕк ыйтаççĕ иккен.

Наиль Хаеритдинов Элшей районĕнчи Слак ялĕнче çуралнă. Вун саккăрти качча шăпах çакăнтан вунă пĕр ял ачисемпе пĕрле салтака илнĕ, унта чикĕ сыхлав çарне лекнĕ.

- Телее, эпĕ хамăн ача чухнехи юлташпа, Марат Тимербаевпа, пĕр заставăна лекрĕмĕр. Унпа эпир вут-çулăм витĕр те тухнă, шыв урлă та каçнă,- каласа парать пограничник.

Наиль Хаеритдиновăн çарти хĕсмечĕ 1973 - 1975 çулсенче Хĕвел тухăç Казахтанпа Китай чиккинче иртнĕ. Паллах, ун чухне чикĕре халĕ унăн картишĕнчи пек юпасем пулман.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра пурăнакан хăйĕн çурчĕ умĕнче чикĕ юпи лартнă
Пушкăртстанра пурăнакан хăйĕн çурчĕ умĕнче чикĕ юпи лартнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: