Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата общество
5 Июнӗн 2022, 13:15

Хула кунне паллă тума Ĕпхĕве «На-на» ушкăн килет

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хула кунĕнче, хула çыннисемпе хăнасене пуян культура программи кĕтет. Уявăн ытларах пайĕ «Кашкадан» паркра иртĕ, ăна шăпах юсаса çĕнетнĕ, тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн уçма палăртнă. Хуçасемпе хăнасене канма çак кун йăпану программи хатĕрленĕ, вăл 15 00 сехетре пуçланса 23 00 сехетчен тăсăлать.

Хула кунне паллă тума Ĕпхĕве «На-на» ушкăн килет
Хула кунне паллă тума Ĕпхĕве «На-на» ушкăн килет

Кăнтăрла паркра çамрăксен ташă форумĕ пуçланать. Каçхи программăра ташă, реп тата рейв фестивальсем йĕркелĕç, республика шайĕнче пляжри волейбол чемпионачĕ, футбол ăмăртăвĕ, стритбол (баскетбол вăййин пĕр тĕсĕ, унта виççĕн выляççĕ) тата ытти мероприятисем иртĕç. Хула кунĕнче кунтах Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ символăн – сăсар (куница) - презентацине ирттерĕç, Пушкăртстари чи пысăк мультимедийлă çутăпа кĕвĕллĕ фонтана уçĕç. Унсăр пуçне Ĕпхÿ çыннисем Раççейри паллă «На-на» тата «Дабро» ушкăнсен пултарулăхне курса савăнма пултараççĕ. Уяв фейерверкпа вĕçленет.

Çавăн пекех çак кун аслă ăрури тата сывлăх енчен çитменлĕх пур çынсем валли уйрăм уяв программи хатĕрленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: