Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Эпир тата общество
22 Июлӗн 2022, 15:40

Пушкăртстанра пенсионерсем хушшинчи бомжсен шутне палăртнă

Вĕсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал чылай нумайланнă.Çакăн çинче кирлĕ информацие «КП-Уфа» хаçата ПР Çемье, ĕç тата халăха социллă хÿтĕлев паракан министерствăн специалисчĕсем пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра пенсионерсем хушшинчи бомжсен шутне палăртнă
Пушкăртстанра пенсионерсем хушшинчи бомжсен шутне палăртнă

Палăртнă статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 2022 çулхи ултă уйăхра республикăри копмплекслă социаллă центр пурăнмалли çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă 306 гражданина пулăшу панă. Вĕнчен 44-шĕ (14 процент) ватă çынсем, пенсионерсем.

Çăвăн пекех халăха социллă хÿтĕлев паракан министерство пĕлтернĕ тăрăх, кăçал социаллă центрсем шута илнĕ пенсионер-бомжсем 2021 çулхинчен самай нумайрах. Юлашки çулсенче кăтару çапларах пулнă:  2021 çулта – 123 çын, 2020 çулта  - 79 çын, 209 çулта – 139 çын, 2018 çулта – 203 çын.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: