Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
10 Августӑн 2022, 08:30

Вандалăн Çĕнтерÿ паркĕнчи ирсĕр ĕçĕ

 Пушкăртстанри Следстви комитечĕ Ишимбай хулинче пурăнакан 39 çулхи арçынна çар техникисенчен тунă асăну вырăнĕнче ирсĕрле ĕçсем тунăшăн айăплать.

Вандалăн Çĕнтерÿ паркĕнчи ирсĕр ĕçĕ
Вандалăн Çĕнтерÿ паркĕнчи ирсĕр ĕçĕ

«Хальхи вăхăтра айăплаканпа следстви ĕçĕсем пыраççĕ, пулса иртнĕ пăтăрмахăн сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ. Айăплă арçын тĕлĕшпе закон шайĕнче мĕн тумаллине палăртаççĕ», - пĕлтернĕ ведомство пресс-служби.

Август уйăхĕн 6-7-мĕшĕнсенче çĕрле ÿсĕр арçын хулари Çĕнтерÿ паркĕнче (ăна тин çеç юсасанă пулнă) асăну плитисене çĕмĕрсе пĕтернĕ. Полици ĕçченĕсем вандала çийĕнчех ярса тытнă.

Следстви пынă вăхăтра Ишимбай район администрацийĕ пуçтах тунă ирсĕр ĕçĕн тăкакне шутласа кăларнă. Çывăх вăхăтра муниципалитет 50 пин тенкĕлĕх юсав ĕçесем туса ирттерме палăртать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: