Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата общество
15 Августӑн 2022, 08:55

Белорецк хулинче пурăнакансем синкерлĕ вилнĕ Дина Махияновапа сывпуллашнă

Çак кунсенче Белорецкра район администрацин агропромышленность секторĕн, потребительсен рынокĕн анализпа малашлăх прогнозĕн пай ертÿçине, 31 çулхи Дина Махиянована юлашки çула ăсатнă.

Белорецк хулинче пурăнакансем синкерлĕ вилнĕ Дина Махияновапа сывпуллашнă
Белорецк хулинче пурăнакансем синкерлĕ вилнĕ Дина Махияновапа сывпуллашнă

«Çутă та ырă кăмăллă, хитре йăл кулăллă хĕрпе, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалистпа уйрăлтăмăр. Ăна пĕрле ĕçлекенсемпе тус-юлташĕсем хисеплетчĕç, юрататчĕç. Халĕ унăн икĕ ывăлĕ - ултă тата вун виçĕ çулта - тăлăха тăрса юлчĕç. Август уйăхĕн 23-мĕшĕнче Дина 32 çул тултармаллаччĕ», - тесе çырать район администраци пуçлăхĕ Андрей Иванюта социаллă сетьсенче.

Андрей Иванюта каланă тăрăх, Дина Махиянова администрацинче иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра вăл хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче ачисемпе пурăннă пулнă, мăшăрĕпе уйрăлнă.

«Упăшки пулнă арçын ăна ашшĕ-амашĕсен килĕ умĕнче кĕтсе тăнă. Вăл килсе çитсен Динăна 14 хут çĕçĕпе чикнĕ. Çын вĕлерекене тытса чарнă. Динăна пĕлекенсем каланă тăрăх, упăшки ăна чылай çул хĕненĕ, кÿрентернĕ, вĕлерессипе хăратнă. Вăл пĕр хутчен çеç мар пулăшу ыйтса полици уйрăмне çитнĕ, анчах та ăна упраса хăвараймарăмăр», - çырнă Иванюта.

Район администраци пуçлăхĕ вилнĕ çыннăн çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтернĕ май, Динăн пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймен шухăш-ĕмĕчĕсем те юлнине палăртнă. Çав вăхăтрах юлашки уйăхсенче тунă пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене асăнса хăварнă. Кунта çĕне ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелени, фермерсене пулăшни, усă курман çĕрсене хута яни тата ытти те кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: