Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
1 Октябрӗн 2022, 15:20

Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă

Кремльти Пысăк керменĕн Георгиевск залĕнче Раççей Федераци шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшÿсене алă пусса çирĕплетессипе савăнăçлă церемони иртнĕ.

Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă
Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă

Официаллă документа алă пусиччен РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей, Донецк тата Луганск халăх республикисен, Херсонпа Запорожье облаçĕсен гражданĕсен умĕнче тухса калаçнă.

«Çынсем хăйсем пĕрешкел пĕлтерĕшлĕ суйлав турĕç. Федераллă пуху Раççейре тата тăватă регион йĕркеленнине ырласса шанатăп. Мĕншĕн тесен çакă вăл темиçе миллион халăхăн çирĕп кăмăлĕ. Ку вăл вĕсен тивĕçлĕ прави пулса тăрать. Çакăн çинчен Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Уставĕн 1-мĕш статйинче çирĕплетнĕ – халăхсен ирĕклĕх прави», - палăртнă Владимир Путин.

Президент çынсен суйлавне хÿтĕлеме, Донецк тата Луганск халăх республикисен, Херсонпа Запорожье облаçĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме, регионсенчи инфрасруктурăна çĕклеме шантарнă. Унăн сăмахĕ тăрăх, çак региосен çыннисем паянтан çĕршыври мĕнпур республикăсемпе облаçсен пулăшăвне туйса илĕç.

Килĕшÿсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Донецк Халăх Республикин пуçлăхĕ Денис Пушилин, Луганск Халăх Республикин пуçлăхĕ Леонид Пасечник, Запорожье облаçĕн пуçлăхĕ Евгений Балицкий тата Херсон облаçĕн пуçлăхĕ Владимир Сальдо алă пуснă. Малашне Раççей Федерацинче тăватă çĕнĕ субъект пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă
Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă
Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă
Владимир Путин Раççей шутне çĕнĕ территорисем кĕни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: