Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
1 Ноябрӗн 2022, 18:10

ЮНЕСКОн «Янган-Тау» геопаркĕ Кăркăстанпа пĕрле ĕçлессине аталантарать

Киргизи Республикинчи Ош хулинче пуçласа Вăтам Азири ЮНЕСКОн кластер бюри пулăшнипе «3GEO» - ЮНЕСКО геопаркĕсем йĕркелессипе геоеткерлĕхе, геотуризма тата гео пĕрле ĕçлессине пуçарса ярасси - Пĕтĕм тĕнчери форум иртнĕ.

ЮНЕСКОн «Янган-Тау» геопаркĕ Кăркăстанпа пĕрле ĕçлессине аталантарать
ЮНЕСКОн «Янган-Тау» геопаркĕ Кăркăстанпа пĕрле ĕçлессине аталантарать

Меропириятине Пушкăртстанри Салават районĕнче вырнаçнă «Янган тау» геопарк (вăл Раççейре пĕрремĕшсенчен пĕри шутланать) пуçаруллă хутшăннă. Ăна тĕнче шайĕнче йышăннă тата ЮНЕСКОн Глобальлĕ геопаркĕ текен тăрăм (статус) панă.

Форумра  çирĕп туризмăн, вĕрентÿн, наукăн тата вырăнти халăхăн экологи аталанăвĕн геологи еткерлĕхĕнчи вăй-хăват шайне сÿтсе явнă. Çавăн пекех 3GEO сферăра ĕçлекен партнерсем пĕрлешес ыйтăва пăхса тухнă. Форум пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, темиçе килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ. Çав шутра Тянь-Шаньри геологи обществипе тата Киргизи Республикинчи Наци комиссийĕпе Кăркăстанри специалистсене Пушкăртстана стажировкăна яма калаçса татăлнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: