Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
23 Ноябрӗн 2022, 09:40

Ĕпхÿре пĕр миллион та 300 пин тенкĕ парăма кĕнĕ водителе тытса чарнă

Çак кунсенче тĕп хулари Коммунистическая урамра çул çинчи патруль службин (ДПС) полкĕн ĕçченĕсем «lveko Daily» автомобиль рулĕ умĕнчи водителе чарнă тесе çырать хăйĕн ТГ-каналĕнче Пушкăртстанри Çулçÿрев хăрушсăрлăх патшалăх  инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Владимир Севастьянов.

Ĕпхÿре пĕр миллион та 300 пин тенкĕ парăма кĕнĕ водителе тытса чарнă
Ĕпхÿре пĕр миллион та 300 пин тенкĕ парăма кĕнĕ водителе тытса чарнă

Шалти ĕçсен министерствин бази тăрăх тĕрĕсленĕ хыççăн çак арçын 100 ытла административлă штраф тÿлеменни паллă пулнă. Лару-тарăва уçăмлатма вырăна суд приставĕн ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Закона пăхăнман çыннăн патшалăх умĕнчи пĕтĕмĕшле парăмĕ пĕр миллион та 300 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шута патшалăх автоинспекци кăтартнă штрафсем çеç мар, налогсемпе кредитсем те кĕнĕ. Законлăха сыхлакансем çийĕнчех унăн хурçă утне ятарлă тăраткăча (стоянка) вырнаçтарнă.

- Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ административлă айăплава лекнĕ çынсене тупса палăртассипе тата вĕсене явап тытарассипе  системăллă ĕçсем туса ирттерет. Çакăн пек мероприятисен тĕп тĕллевĕ закона пăснă çынсем айăплавран пăрăнса юлма пултарайманнине общественноçа кăтартса парасси тата хамăр республикăри çулсем çинче  хăрушсăрлăх шайне ÿстересси пулса тăрать, -  палăртнă Владимир Севастьянов.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: