Урал сасси
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Эпир тата общество
30 Ноябрӗн 2022, 11:00

Раççей гербĕн кунне паллă тăваççĕ

Паян, ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕршывра Раççей Федераци гербĕн кунне паллă тăваççĕ. Патшалăх символне 1993 çулта кĕркуннен юлашки кунĕнче президент указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Вăл хĕрлĕ тĕслĕ геральдика хулканĕ (щит) çинче ылтăнпа ÿкернĕ икĕ пуçлă ăмăрт кайăкран тăрать.

Раççей гербĕн кунне паллă тăваççĕ
Раççей гербĕн кунне паллă тăваççĕ

Официаллă çирĕплетÿ тăрăх, ăна пĕр тĕслĕ форматпа та тума юрать, чыслă кайăкăн кĕлетки евĕр.

Паянхи кун герб Раççейри нумай нациллĕ халăхсене пĕрлештернине, çĕршывăн ирĕклĕхне тата ăрусен историлле çыхăнăвне кăтартса парать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: