Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
6 Нарӑсӑн 2023, 09:55

Пушкăртстанра тĕрмере ларакансем 1,3 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă тата тĕрлĕ пулăшу панă

Республикăри ĕçлесе юсанмалли учрежденисенче (тĕрмесенче) 2022 çулта туса кăларнă тавар тата тĕрлĕ пулăшу панин виçи, укçа-тенке куçарсан, 1,3 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакăн çинчен Пушкăртстан Республикинчи Айăплав наказанине пурнăçлакан федераллă служба управленийĕн (УФСИН) ертÿçи Владислав Дзюба ведомствăн анлă коллеги ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра тĕрмере ларакансем 1,3 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă тата тĕрлĕ пулăшу панă
Пушкăртстанра тĕрмере ларакансем 1,3 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă тата тĕрлĕ пулăшу панă

Унăн сăмахĕ тăрăх, республикăри уголовлă айăплав наказанине пурнăçа кĕртекен тытăмăн промышленность комплексĕ сакăр производство лапамĕнчен тăрать.

- Вĕсем пурте пысăк хăватпа ĕçлекен промышленность предприятийĕсем шутланаççĕ. Пурте республикăри промыленность тата транспорт центрĕсенче вырнаçнă. Производство лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 280 пин ытла тăваткал метр йышăнать, технологи оборудованисем 3 пине çитеççĕ, - пĕлтернĕ Владислав Дзюба. – Эпир тăтăшах продукци ассортиментне улăштаратпăр. Сăмахран, 2022 çулта 52 çĕнĕ тавар кăларма пуçланă. Вĕсен шутĕнче – ятарлă транспорт хатĕрĕсем, чугунтан тунă илемлĕ картасем, çемçе тата хытă маргарин, йытăсене апатлантармалли тулли рационлă типĕ апат, япаласен айне хумалли йывăçран тунă тĕпсем (поддоны), вĕрентÿ сферинче кирлĕ сĕтел-пукан, тĕрлĕ ĕç тумтирĕ тата ытти те.

Иртнĕ çул пурнăçланă пысăк заказсенчен пĕри «КамАЗ- 65115» шассийĕ çинче пухнă «А3» йышши икĕ автомобиль пулнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 14, 2 миллион тенкĕпе танлашнă. Машинăсене 7№ ĕçлесе юсанмалли колонинче туса хатĕрленĕ,Таджикистан Республикинчи Юстици министерствин айăплав наказанине пурнăçлакан тĕп управленине ăсатнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: