Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
4 Мартӑн 2023, 15:55

«Башавтотранс» автоколоннăн пуçлăхĕсем водительсенчен взятка илнĕ

Ĕпхÿре «Башавтотранс» патшалăх унитарлă предприятийĕн (ГУП) 1№ автоколоннăсен автотранспорт предприятийĕн виçĕ пуçлăхне «Взятка илнĕ» уголовлă статьяпа айăплаççĕ тесе пĕлтернĕ законлăха сыхлакан органсем. 2018 -2022 çулсенче вĕсем автобус водителĕсенчен, ĕç вăхăтне тата маршрутсене тупăшлăраххисене туса панăшăн, взятка илнĕ имĕш.

«Башавтотранс» автоколоннăн пуçлăхĕсем водительсенчен взятка илнĕ
«Башавтотранс» автоколоннăн пуçлăхĕсем водительсенчен взятка илнĕ

Айăпа кĕнисем 30 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ çынсем. Вĕсенчен пĕрин ĕç пулĕмĕнче 360 пин укçа тупнă, туртса илнĕ. Оперативниксем çак нухрат шăпах взятка укçи тесе шутлаççĕ. Закона пăсса укçа пуçтарнин виçи, кашни тĕслĕхе илес пулсан, 1 пин тенкĕрен пуçласа 15 пине çитнĕ.

Çăмăл майпа укçа ĕçлесе илекен çынсем хăйсен айăпне йышăннă тесе пĕлтернĕ. Халĕ следстви пырать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: