Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
3 Сентябрӗн 2023, 15:45

Пушкăртстанри пенсионер 12 килограмм таякан çуйăн тытнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан тивĕçлĕ канури хĕрарăм вăлтапа 12 килограмм таякан çуйăн (сом) тытнă, сăн ÿкерчĕк тунă. Ăна вăл хăйĕн социллă сечĕсенче вырнаçтарнă.

Пушкăртстанри пенсионер 12 килограмм таякан çуйăн тытнă
Пушкăртстанри пенсионер 12 килограмм таякан çуйăн тытнă

Маларах хĕрарăм нумай çул хушши шкулта вĕрентекен пулса ĕçлени паллă. Кăçалхи çул уншăн çакăн пек пысăк пулă тытасси пĕрремĕш хут пулса иртмест -  çу кунĕсем пуçланнă вăхăтра Аниса Альмухаметован вăлтине 6 килограмм таякан пулă лекнĕ пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: