Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
13 Сентябрӗн 2023, 09:10

Нумай ачаллă анне миçе çулта пенсине тухма пултарать?

Асăннă ыйту çине Раççейри Социаллă фондăн Пушкăртстан Республикинчи управлени ĕçченĕсем хурав параççĕ. Çак категорие кĕрекен хĕрарăмсемшĕн тивĕçлĕ канăва каясси вĕсем миçе ача çуратнинчен килет.

Нумай ачаллă анне миçе çулта пенсине тухма пултарать?
Нумай ачаллă анне миçе çулта пенсине тухма пултарать?

Енчен те хĕрарăм виçĕ ача амăшĕ пулсан вăл 57 çулта пенсионер статусне илме пултарать, тăватă ачалли – 56 çулта.  Пилĕк е ытларах ача амăшĕ 50 çултах пенсионер пулса тăма пултарать, çапах та хăшпĕр самантсене асра тытмалла.

    1.Çÿлерех асăннă мĕнпур аннесем те ашшшĕ-амăш прависĕр юлнă çынсем пулмалла мар, ачана усрава илнине çирĕплетекен хут алăра пулмалла.

  1. Маларах страхлав пенсийĕ илме ыйтса заявлени çырнă вăхăт тĕлне ачасем пурте 8 çултан кĕçĕн пулмалла мар.
  2. Пенсине тухма нумай ачаллă аннен 15 çултан кая мар страхлав ĕç стажĕ пулмалла.
  3. 2023 çулта маларах пенсине тухма хĕрарăмăн уйрăм (индивидуальный) пенси коэфициенчĕ 25,8-тан кая пулмалла мар.

Социаллă тата пенси пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтусем пирки пĕрлехи çыхăну центрĕн 8 (800) 1-00000-1 телефонĕ урлă консультаци илме май пур.

Раççейри Социаллă фондăн Пушкăртстан Республикинчи управленин клиент службисемпе сhttps://vk.cc/cleqKt сайт урлă çыхăнма пулать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: