Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
9 Ноябрӗн 2023, 09:00

Раççей Президенчĕ Пушкăртстанри судьясен йышне çĕнетнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Федераллă судсен судйисене тата РФ субъекчĕсенче судьясен квалификациллĕ коллегийĕсенче  Раççей Федераци Президенчĕн представителĕсене çирĕплетесси çинчен» калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Президенчĕ Пушкăртстанри судьясен йышне çĕнетнĕ
Раççей Президенчĕ Пушкăртстанри судьясен йышне çĕнетнĕ

Çак документпа килĕшÿллĕн ПР Аслă (Верховный) сучĕн судйи пулма Артур Гималетдинова палăртса йышăну тунă.

Пелепей хула сучĕн судйи пулма Ольга Огородникована шаннă, Белорецкри районсем хушшинчи суда – Яна Фархутдинована, Ĕпхÿ хулин Дема район судне – Вера Захарована, Нефтекамск хула судне – Альфия Волкована, Чишма район судне – Лира Захарована.

Пушкăртстан республикин Арбитраж сучĕн судйи пулма Нина Коннована çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: