Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
10 Декабрӗн 2023, 15:30

Парнелӗх кӗнеке 5 пин тенкӗ ытла тӑрать

Чăваш Енре пирĕн республикăри пекех туристсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Сумлă хăнасем те тăтăшах пулаççĕ. Хăна вара хăмла çĕршывĕнчен парнесĕр каймасть, хăй те асăнмалăх пĕр-пĕр асра юлмалли япала туянма пултарать. Çавăн пеккисен шутне аяларах илсе кăтартнă кĕнеке-альбома кĕртме пулать.

Парнелӗх кӗнеке 5 пин тенкӗ ытла тӑрать
Парнелӗх кӗнеке 5 пин тенкӗ ытла тӑрать

«Чӑваш кӗнеке издательстви «Чувашия: вехи истории и современность» парне пуххи хатӗрленӗ. Комплекта кӗнеке-альбом тата наци эрешӗпе капӑрлатнӑ шӑнкӑрав кӗрет.

Пичет кӑларӑмӗ нумай нациллӗ Чӑваш Енпе тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Кӗнекене Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов ученӑй-историксем пухса хатӗрленӗ.

Кӑларӑм республика хӑнисемшӗн паха парне пулассине шанаҫҫӗ. Комплект хакӗ – 5460 тенкӗ», - тесе çырать Чăваш халăх сайчĕ.

Мĕнех хакĕ «çыртать» пулсан та паха та кăмаллă парне. Тепĕр чухне сумлă çынна хисеп тунă чухне парне шыраса хăшкăласси çук. Çав вăхăтрах кĕнеке-альбома калăплакансенчен «Шăнкаравĕ мĕн валли-ши?» тесе ыйтас килет.  

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: