Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
18 Декабрӗн 2023, 13:10

«Çĕнĕ çула- налог парăмĕсемсĕр» акци иртет

Çĕнĕ çул умĕн налог органĕн ĕçченĕсем çак тĕллевпе пысăк хуласенчи суту-илÿ центрĕсенче мобильлĕ офиссем йĕркелеççĕ. Вĕсенче çынсем çак ĕçсене тума пултараççĕ:

«Çĕнĕ çула- налог парăмĕсемсĕр» акци иртет
«Çĕнĕ çула- налог парăмĕсемсĕр» акци иртет

- парăм пуррипе çукки çинчен информаци илме пултараççĕ;

- тÿлемелли квитанцине алла илме май пур;

- налог тÿлекенĕн харпăр (личный) кабинетне кĕрессине йĕркелеме пулать;

- хăвăра кăсăклантаракан кирек мĕнле ыйту çине те (налогпа çыхăнни) хурав илме пултаратăр.

«Пушкăртстан Республикинчи пысăк суту-илÿ  центрĕсенчи налог службин офисĕсене çитме васкăр. Налог парăмĕсене тÿлесе татăр та Çĕнĕ çула парăмсемсĕр кĕтсе илĕр», - чĕнсе калаççĕ налог службин ĕçченĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: