Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
18 Декабрӗн 2023, 11:30

Пушкăртстанăн пĕрремĕш вице-премьерĕ Азат Бадранов виççĕмĕш хут атте пулса тăнă

 Унăн хĕр çуралнă. Азат Шамилевич ятарлă çар операцине хутшăнни çинчен вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Унта ăна «13» (позывной) тесе чĕнеççĕ. Пĕчĕк пепке те декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Пушкăртстанăн пĕрремĕш вице-премьерĕ Азат Бадранов виççĕмĕш хут атте пулса тăнă
Пушкăртстанăн пĕрремĕш вице-премьерĕ Азат Бадранов виççĕмĕш хут атте пулса тăнă

Çак кунсенче тин çеç çуралнă Турă пултарнă чуна, амăшĕпе иккĕшне, ача çуратмалли çуртран килне илсе таврăннă. Азат Бадранов кĕске отпускра пулнă май, çывăх çыннисене хăй кĕтсе илме пултарнă. Ача çуратмалли çуртран мĕнле илсе тухнине сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксемпе Ильяс Батыргариев блогер телеграм-каналта паллаштарнă.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанăн пĕрремĕш вице-премьерĕ иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче ятарлă çар операцине кайма хăй ирĕкĕпе лейтенант званипе килĕшнĕ. Малтанхи çур çулта вăл Минигали Шаймуратов Раççей Геройĕ ячĕллĕ батальон йышĕнче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн 3-мĕш арми корпусĕн политпай офицерĕ пулса тăнă. Çавăн пекех хамăрăн салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çитерес ĕçе йĕркелесе тăнă, тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшнă. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюллăх кăтартнăшăн ăна  М.Шаймуратов генералăн 1-мĕш номерлĕ медалĕпе чысланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: