Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
16 Нарӑсӑн , 11:10

Вилнĕ çынсем çинчен информаци панăшăн экс-полицейские 2 млн тенкĕ штраф тÿлемелле тунă

Ĕпхÿ хулинчи Октябрьски район сучĕ маларах полици ĕçченĕ пулса ĕçленĕ çын тĕлĕшпе «взявтка илнĕшĕн» статьяпа уголовлă ĕç приговорĕ йышăннă.

Вилнĕ çынсем çинчен информаци панăшăн экс-полицейские 2 млн тенкĕ штраф тÿлемелле тунă
Вилнĕ çынсем çинчен информаци панăшăн экс-полицейские 2 млн тенкĕ штраф тÿлемелле тунă

Пушкăртстанри прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын Раççей ШĔМĕн Ĕпхÿ хула управленинче оперативлă дежурнăй пулса ĕçленĕ май, 2017 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2018 çулхи мартчен службăра тăнă чухне çын пытармалли фирма агентне хулара вилнĕ çынсемпе çыхăннă информацисене пĕлтерсе тăнă.

Çакăн пек хыпарпа тивĕçтернĕшĕн тата вилнĕ çынсен адресĕсене салатнăшăн вăл 190 пин тенкĕ ытла укçа ĕçлесе илнĕ. Пакунлă çын право йĕркине пăснине ПР Шалти ĕçсен министерствин хăйсен хăрушсăрлăх служби тупса палăртнă.

Судпа айăланакан хăйĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 2 млн тенкĕ штраф тÿлемелле йышăну тунă. Унсăр пуçне вăл виçĕ çул хушши законлăха сыхлакан органсенче ĕçлеме пултараймасть.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: