Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
23 Нарӑсӑн , 09:40

Пушкăртстан парламенчĕ 2023 çулта 144 закон йышăннă

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн улттăмĕш тата çиччĕмĕш созывĕсенчи депутатсем иртнĕ çулта 144 закон актне çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен парламент спикерĕ Константин Толкачев черетлĕ ларура пĕлтернĕ. Çавăн пекех суйлав хыççăн депутатсен йышĕ 60 % ытла  çĕнелнине палăртнă. Пурĕ 9 ĕç ушкăнĕ тата 17 экспертсен канашĕ йĕркеленĕ.

Пушкăртстан парламенчĕ 2023 çулта 144 закон йышăннă
Пушкăртстан парламенчĕ 2023 çулта 144 закон йышăннă

«Эпир çуркуннехи сессии валли кĕске вăхăт хушшинче закон проечĕсене хатĕрлемелли программăна çирĕплетрĕмĕр. Унта пурĕ 68 республика законĕ кĕнĕ. Çакă вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,5 хут нумайрах. Унсăр пуçне сесси пынă вăхăтра пурнăç ыйтнипе тата хушма законсем йышăнма тÿр килет. Çавăнпа та законсем çырассипе çĕнĕ созыври депутатсен хастарлăхĕ ÿснине палăртмалла. Кунта çакна та асăрхаттарса хăвармалла, çĕнĕ закон проекчĕсене депутатсем хăйсем çеç мар, республика пуçлăхĕ, правительстви тата ыттисем сĕннипе плана кĕртнĕ. Çĕнĕ созывра пирĕн тухăçлă та тĕрĕс команда пухăннă», - тенĕ Константин Толкачев.

Парламент спикерĕ право акчĕсен ытларах пайĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшассипе, çавăн пекех санкцисен вăхăтĕнче бизнес сферине хÿтелессипе çыхăннине пĕлтернĕ. Çавăн пекех «Пушкăртстан Республикинче çемье предприятийĕсене аталантарасси», «ПР патриотизмла воспитани çинчен» çĕнĕ законсене асăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: