Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
25 Нарӑсӑн , 15:45

Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕ - Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕн кунĕ

Паян, февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, республика çыннисем Пушкăртстанăн патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ.  Çак кун 1992 çулта регионти парламент çĕнĕ ялава çирĕплетнĕ. Çапла майпа вăл республикăри  патшалăхăн официаллă виçĕ символĕнчен пĕри пулса тăнă.

Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕ -  Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕн кунĕ
Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕ - Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕн кунĕ

Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕ тÿр кĕтеслĕ ан (полотнище) çинче пĕр пек виçепе горизонталлĕ виçĕ - кăвак, шурă тата симĕс - тĕспе, ÿкернĕ (çÿлтен аялалла) ярăмсемпе тÿр килет. Шурă ярăмăн варринче ылтăн тĕслĕ герб вырнаçнă. Герб çавраки ăшĕнче стилизациленĕ курайăн çичĕ чечекне вырнаçтарнă.

Пушкăртстан Республикин символики çинчен калакан законра кашни тĕсĕн пĕлтерĕшне уçса панă: кăвакки республикăри халăхсен тасалăхĕпе çутăлăхне, ыркăмăллăхне  сăнарлать, шурă – тăнăçлăхпа, уçă кăмăллăха тата пĕрле ĕçлеме хатĕррине, симĕсси ирĕклĕхе тата пурнăç ĕмĕрлĕхе тăсăлнине пĕлтерет. Курай çеçки туслăх символĕ шутланать. Унăн çичĕ чечекĕ Пушкăртстанри халăхсен ăрăвĕ çак территоринче пуçланса кайса пĕр чăмăрта пурăннине çирĕплетет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: