Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата общество
28 Нарӑсӑн , 09:20

Алимент парăмĕсемшĕн чутах автомобильсĕр тăрса юлман

Ĕпхÿри суд приставĕсем 33 çулхи аттене хăйĕн ачи умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлама хистесе майсем шыраса тупнă. Арçыннăн хурçă утне туртса илсен çеç арçын алимента пула пухăннă парăма парса татнă. Парăм виçи 250 пин тенке çитнĕ пулнă.

Алимент парăмĕсемшĕн чутах автомобильсĕр тăрса юлман
Алимент парăмĕсемшĕн чутах автомобильсĕр тăрса юлман

«Вăл алимент тÿлеме шутламан та, çавăн пекех парăмне те парса татма ĕмĕтленмен. Кун хыççăн суд приставĕ унăн автотранспортне арестленĕ, ПТСне, СТСне тата автомобиль уççине туртса илнĕ. Çакăн хыççăн арçын çийĕнчех мĕнпур парăма пĕр харăс парса татнă. Унсăр пуçне ача ашшĕ, тепĕр хут парăмсем ан пухăнчччĕр тесе, кĕске вăхăт хушшинче ĕçе вырнăçнă. Туртса илнĕ документсемпе машина уççине ăна каялла тавăрса панă», - пĕлтернĕ Раççейри федераллă суд приставĕсен службин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-службинче.

Асăннă ведомство çине тăнипе 2023 çулта пурĕ 1 млрд та 300 пин тенкĕ алимент тÿлевĕсене тавăрса пама пултарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: