Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Хамăр тымарсене аса илмелле: Пушкăртстанра черетлĕ «Атайсал» форум иртнĕ

Март уйăхĕн 5-мĕшĕнче Давлекан хули «Атайсал» форумăн зонăри ларăвне хутшăнакансене йышăннă. Кунта сакăр район представителĕсем килсе çитнĕ – Архангельскпа Элшей, Авăркаспа Пелепей, Пишпÿлекпе Ермеккей, Кармаскалăпа Чишма.

Хамăр тымарсене аса илмелле: Пушкăртстанра черетлĕ «Атайсал» форум иртнĕ
Хамăр тымарсене аса илмелле: Пушкăртстанра черетлĕ «Атайсал» форум иртнĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, фойере курав йĕркеленĕ. Вăл кашни муниципалитетăн çитĕнĕвĕсене кăтартса панă. Çавăн пекех форума хутшăнакансем «Пирĕн ентешсен ырă ĕçĕсем» видеопрезентаципе паллашма пултарнă. Кунта районсенче пурнăçа кĕнĕ проектсем çинчен туллин каласа панă. Халăх алăсталăхĕн ăстаçисем хăйсен ĕçĕсене тăратнă.

Стратегиллĕ сессисемпе тĕлпулусем тĕрлĕ лапамсенче иртнĕ. Сăмахран, 1№ вăтам шкул никĕсĕ çинче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу паракан волонтер пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне уçса паракан куравпа паллашнă. Кашни муниципалитет хăйĕн экспозицисене тăратнă.

Мечетре йĕркеленĕ «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн ăс-тăн хутлăхĕ» çавра сĕтелре йăлана кĕнĕ ăс-тăн пуянлăхне сыхласа хăварассипе тата воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Мероприятине ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи конфессисем енĕпе ĕçлекен канаш председателĕ Руслан Карамышев ертсе пынă.

«Хамăр йăх-тымара асра тытмалла» секцинче наци йăли-йĕркисене, тăван чĕлхене, мăн асатте-асаннесен йăлисене сыхласа хăвармалли майсене, историпе культура еткерлĕхне популяризацилеме пулăшакан мелсене пăхса тухнă. Секци модераторĕсем ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, республикăри Халăх пултарулăх центрĕн тĕп директорĕн çумĕ Нафиса Тулыбаева тата Давлекан районĕнчи пушкăртсен курултайĕн ĕçтăвком председателĕ Гарифулла Кутлугаллямов пулнă.

Форума хутшăнакансем валли Аниса Хазигалиева, Рамиля Мигунова хăйĕн мăшăрĕпе чăн тата хайлавлă материалсенчен карçинкасем тăвассипе мастер-класс ирттернĕ.

ПР Пуçлăхĕн администрацин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев «Атайсал» проект тăван çĕре юратнипе, уншăн ырă ĕçсем тума хатĕр пулнипе çыхăннине палăртнă.

 - 2021 çулта эпир хамăр йăла-йĕркене, пирĕн мăн асатте-асаннесем пĕтĕм тĕнчипе пĕр-пĕрне яланах пулăшнине аса илтĕмĕр. Пĕрремĕш форум «Атайсал – ентешлĕх вăйĕ» ятпа иртрĕ. Ун чухне ентешĕмĕрсем тăван ялĕсене пысăк пулăшу пачĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакна ăнлантăмăр: проектăн хаклăхĕ ентешĕмĕрте. Асăрхарăр пулсан, паянхи форума «Атайсал – Тăван çĕршыв вăйĕ» ятпа йĕркеленĕ. Ятарла çар операцийĕ пуçлансан пĕр çемьере те пулăшмалла-и е çук-и текен ыйту тăман. Пуçаруллă çынсем пĕрремĕш кунранах тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тытăнчĕç, - тенĕ Урал Кильсенбаев.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: