Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
11 Апрелӗн , 17:20

Эрĕнпур облаçне 80 тонна шыв ăсатнă

Пушкăртстанран  Эрĕнпур облаçне, шыв илсе инкек курнăскере, 80 тонна ĕçмелли шыв тата 3 пин ытла гигиена хатĕрĕ ăсатнă. Çакăн йышши хушăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров панă.

Эрĕнпур облаçне 80 тонна шыв ăсатнă
Эрĕнпур облаçне 80 тонна шыв ăсатнă

 - Пулăшу парас ĕç малалла пырать,  - ăнлантарса панă РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри тĕп управленин пресс-служби. – Эрĕнпур облаçĕ – пирĕн ырă кÿршĕ. Çитес вăхăтра лару-тăру лайăхланасса шанатпăр.

Унччен маларах ейÿ вăхăтĕнче инкек курнă Эрĕнпур çыннисем валли Пушкăртстанра гуманитари пулăшăвĕ пухассине пĕлтернĕ.  

Кÿршĕ Эрĕнпур облаçĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ: Урал юхан шывĕ çинчи пĕве татăлнă пирки Орск хулин пĕр пайне шыв илнĕ. Çуртсем шыв айне пулнă, çынсене эвакуациленĕ. Вĕсем тĕрлĕ вырăнсенче пурăнаççĕ, пулăшу кĕтеççĕ. Чылайăшне тĕрлĕ йышши сурансене пула больницăсене ăсатнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: