Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
13 Апрелӗн , 17:30

Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă

Паян, апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче, пĕтĕм республикăри 5 пин предприятипе организацинчен 175 пин çын субботника тухнă. Çакăн çинчен регион ертÿçи Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă
Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă

«Паян мĕнпур республикипе çуркуннехи субботниксем ирттереççĕ. Кăçал юр иртерех ирĕлсе пĕтрĕ, çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев кĕске вăхăт хушшинче ялсемпе хуласене йĕркене кĕртесси пулса тăрать. Иртрен пуçласа тĕрлĕ ÿсĕмри сÿрĕк мар çынсем хайсем пурăнакан вырăнсене тасатаççĕ. Юлнă юр куписене салатаççĕ, кăпкалатаççĕ, иртнĕ çулхи çÿп-çапа, çулçăсене пуçтараççĕ, йывăçсен тураттисене касаççĕ. Пурĕ икĕ эрнере Пушкăртстанри ял-хуласенчен 8,6 пин кубла метр çÿп-çап илсе тухнă», - тенĕ Радий Хабиров.

Аса илтеретпĕр, урамсене тасатассипе паян пĕрремĕш кун пулнă. Çывăх вăхăтра çакăн пек пĕтĕм республикăри субботниксем Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 20 тата 27-мĕшĕсенче иртĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă
Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă
Пушкăртстанра пĕтĕм респуликипе иртнĕ субботника 175 пин çын хутшăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: