Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
22 Апрелӗн , 13:10

Ĕпхÿре хĕрарăм виççĕмĕш ачине ытлашши пÿрнесемпе çуратнă

Республикăри клиника перинатальлĕ центрта 146 килограмм таякан хĕрарăм (çÿллĕшĕ 156 см) хăйне евĕр тĕлĕнмелле ача çуратнă. Ăна медицина учрежденине вăл 39 эрнере йывăрлă пулнă чухне йышăннă. Пациенткăн ачи çут тĕнчене килнĕ чухне 4000 грамм тайнă. Пепке çемьере виççĕмĕш ача пулнă, ăна та маларах çуралнă пиччĕшĕсем пекех амăшĕ кесарева мелĕпе çуратнă. Унсăр пуçне çемьери ачасем пурте урасенче ытлашши пÿрнесемпе çуралнă. Çак хăйне евĕр расна пулăм йахран-йăха ачасен кукамăшĕнчен куçнă иккен.

Ĕпхÿре хĕрарăм виççĕмĕш ачине ытлашши пÿрнесемпе çуратнă
Ĕпхÿре хĕрарăм виççĕмĕш ачине ытлашши пÿрнесемпе çуратнă

«Пепке пысăк виçеллĕ пулнине кура УЗИ иртнĕ чухне тухтăрсем çак кăлтăка малтанах асăрхаман. Анчах та хĕрарăм-пациетка ачине çуратсанах педиатрсене çапла каланă: «Пÿрнисене шутлăр. Вĕсем шучĕпе ытларах пулмалла».  Хăйĕн аслă ывăлĕсене вăл вĕсем çулталăкра чухне Санкт-Петербурга операци тутарма илсе кайнă. Халĕ арçын ачасен кашнин ури çинче пилĕкшер пÿрне. Тин çуралнă пепкен вара çывăх вăхăтра çакăн евĕр операци витĕр иртме тивет», - тесе пĕлтернĕ перинатальлĕ клиника центрĕн пресс-службинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: