Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстанра сывлăх енчен сусăр çынсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа паракан проекта хута ярĕç

«Башинформ» агентство тата «Раççейри ĕçлĕ хĕрарăмсем» («Деловые женщины России»)  регионти обществăлла организаци  «Телей -  вăл пĕрле» ("Счастье - это вместе") проекта пурнăçа кĕртет.

Пушкăртстанра сывлăх енчен сусăр çынсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа паракан проекта хута ярĕç
Пушкăртстанра сывлăх енчен сусăр çынсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа паракан проекта хута ярĕç

Проекта хутшăнакансем, сывлăх енчен сусăр пулнине пăхмасăр, хăйсем мĕнле майпа ырă ĕçсем тума пултарни çинчен каласа парĕç, опычĕсемпе паллаштарĕç. Çакăн пек тĕслĕхсем инвалидсене хăйсен терт-нушине çĕнтерме пулăшĕç, обществăшăн вĕсем те усăллă ĕç тума пултарнине кăтарса парĕç. Вĕсем ял-хуласен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшĕç, çав вăхăтрах обществăшăн кирлĕлĕхне тата пĕлтерĕшне çухатман çын пулнине туйса илĕç тесе пĕлтернĕ «Башинформăн» литература редакторĕ Алик Шакиров.

«Çакăн пек çынсем çинчен анлăн çырса кăтартни пĕчĕк Тăван çĕршыва пулăшас ĕçре обществăн çирĕп кăмăл-сипет туртăмне никĕслеме пулăшĕ. Енчен те сусăр çын ырă ĕçсем тума пултарать пулсан, сывă та тĕрĕс-тĕкеллин мĕншĕн çакна тумалла мар?», -  ăнлантарса панă вăл.

Асăннă акци Сывлăх енчен сусăр çынсене пулăшмалли çулталăк витĕмĕпе иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: