Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Наркоушкăнăн ултă пайташне суд умне тăратнă

Çтерлĕ хулинче 26-43 çулхи ултă арçынна саккуна пăсса наркотик сутма хăтланнишĕн явап тыттарнă.  

Наркоушкăнăн ултă пайташне суд умне тăратнă
Наркоушкăнăн ултă пайташне суд умне тăратнă

2022 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен саккунпа юраман япаласене сутакан интернет-магазина ĕçлеме вырнаçнă. Арçынсем «таварăн» курттăм партине тупмалли координачĕсене илсе вĕсене виçсе чĕркенĕ те Çтерлĕ хулипе районне тата Ишимбай районне вăрттăн вырăнсене пытарса сутма хатĕрленĕ.

 Ухтарусем ирттернĕ  чух полици ĕçченĕсем сакăр килограмм ытла наркотик тата кирлĕ оборудовани тупнă. Суд вĕсене 8,5 çултан пуçласа 13 çулччен çирĕп режимлă колоние хупма йышăннă. Наркотик сутакан ушкăна йĕркелекен çынна хирĕç следовательсем уйрăм ĕç пуçарĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: