Урал сасси
+7 °С
Облачно
Эпир тата общество
6 Января 2025, 06:30

Ĕпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕ

Пушкăртстанăн тĕп хули – Ĕпхÿ – Раштав уявне паллă тума хатĕрленет. Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнчен çиччĕмĕшне куçнă вăхăтра, çĕрле, Турра кĕлĕ тăвасси 19 чиркÿре иртет тесе пĕлтернĕ хула мэринче.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕĔпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕ
Ĕпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕ

Ĕпхÿри Таса Турă амăшĕ кафедраллă соборта Раштав ячĕпе Турра кĕлĕ тунине «БСТ» телеканалпа тÿрĕ трансляци йĕркелĕç. Çавăнпа та камăн кăмăл пуррисем тÿри эфирти кадрсене пăхса ăша хывма пултараççĕ.

Сăмах май, Раштав ячĕпе кĕлĕ тăвасси республикăн ытти хула-ялĕсенче те иртĕ. Çак каç чиркÿсенче халăх йышлă пулнине курма пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕ
Ĕпхÿре Раштавра 19 чиркÿре Турра кĕлĕ туни иртĕ
Автор:Юрий Михайлов