+9 °С
Облачно


2026 çулшăн обществăлла территорисене тата проектсене суйлассипе çыхăннă Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçланса июнь уйăхĕн 12-мĕшĕччен пырĕ. Асăннă ĕç «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă программа шайĕнче пурнăçланать. Çынсен 241 объектран 159-не суйласа илмелле.
Чи хастаррисен шутне Мечетлĕпе Кугарчă, Краснокамскпа Ишимбай, Буздякпа Салават, Миякипе Абзелил тăрăхĕсем, Ĕпхÿ хулинчи Ленин тата Октябрьски районĕсем кĕнĕ.
Кăçал Пушкăртстанри обществăлла хутлăхсене тирпей-илем кĕртме 1,2 млрд тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.