

Преступниксем Ĕпхÿ хулинчи полици уйрăмĕ (террорла ĕç тумалли вырăнта) пирки информаци пухнă чухне пакунлă çынсен куç умне лекнĕ. Вĕсем вырăнта разведка ирттернĕ, автоматикаллă хĕç-пăшал тата сирпĕтмелли хатĕр ăсталама пайрăмсем туяннă. Усал шухăшлă çынсем ăна пуçтарма пуçланă пулнă, анчах та ĕмĕтленнине туса ĕлкĕреймен.
Террористсене тытса чарнă чухне ушкăн пуçлăхĕ Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсене пăшалтан пеме пуçланă. Хĕç-пăшаллă тытăçу вăхăтĕнче ăна вилмеллех амантнă. Йĕрке хуралçисемпе çуртра пурăнакансен хушшинче сиенленнĕ çынсем пулман. Ушкăнри иккĕмĕш арçынна тытса чарнă, хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем пыраççĕ.
Арçынсем пурăннă хваттерте кĕскетнĕ снайпер винтовкин (СВУ) пайĕсене тупнă, вĕсене тытса илнĕ. Уголовлă кодесăн «Терроризмла ĕç тума хăтланнăшăн» тата «Терроризмла организаци ĕç-хĕлне хутшăннăшăн» статьяесемпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Юрий СНЕГОПАД.