Хĕр-студента наркотикăн пысăк партийĕпе ярса тытнă

Бирскри районсем хушшинчи судăн информацийĕпе килĕшÿллĕн Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 18 çулхи хĕр «Телеграм» мобильлĕ приложени урлă саккуна пăсса наркотик хутăшĕсем сутакан интернет-лавккан операторĕпе пĕр каварлă пулнă.

Хĕр-студента наркотикăн пысăк партийĕпе ярса тытнăХĕр-студента наркотикăн пысăк партийĕпе ярса тытнă
Хĕр-студента наркотикăн пысăк партийĕпе ярса тытнă

Паллă мар çын наркотикăн вăрттăн вырăнĕсене пĕлтернĕ. Ăна хутаçсем ăшне чиксе Ĕпхÿ территорийĕнче салатма палăртнă.

Çамрăк хĕрĕн Бирск районĕнче вăрттăн вырăна пытарнă наркотик хутăшне тупмалла пулнă.

Полици ĕçченĕсем айăпа кĕнĕ çынна Ĕпхÿ – Бирск – Янаул автомобиль çулĕ çывăхĕнчи вăрманта ярса тытнă. Çавăнтах шурă тĕслĕ, порошок евĕр хутăшпа тултарнă полимер пакечĕ тупнă.

Шурă хутăшăн пĕтĕмĕшле виçи икĕ килогрампа танлашнă. Малалли тĕпчевсем порошок евĕр хутăш наркотик пулнине çирĕплетнĕ. Хĕр-студента 2026 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕччен тытса хупнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас