Урал сасси
+17 °С
Облачно

Виçĕ хулана «хура пĕлĕт» хупăрлĕ

Ĕпхÿ, Çтерлĕ тата Салават хулисен территорийĕсенче каллех ăнăçсăр метеорологи условийĕсем хуçаланĕç. Çакăн пирки Пушкăртстанри гидрометцентр асăрхаттарнă.

Виçĕ хулана «хура пĕлĕт» хупăрлĕВиçĕ хулана «хура пĕлĕт» хупăрлĕ
Виçĕ хулана «хура пĕлĕт» хупăрлĕ

Специалистсен прогнозĕпе килĕшÿллĕн асăннă хуласене июнь уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче «хура пĕлĕт» хупăрлĕ.

Çакăн пек условисенче вăйлă мар çил вĕрнĕ вăхăтра сывлăшри сиен кÿрекен хутăшсем саланса каймаççĕ. Çавăнпа та машинăсем тата заводсем ĕçлесе кăларакан газсем пурăнмалли çуртсен çÿллĕшне анса ларма пултараççĕ. «Хура пĕлĕт» - официаллă терминсен шутне кĕмест.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас