

Çак кунсенче вулавăш ĕçченĕсемпе вырăнти «Çеçпĕл» халăх фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи Вера Фомина ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсем Р.Д Захаровапа Г.М. Федотова патне çитнĕ.
Тĕлпулусем ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен амăшĕсем ывăлĕсен ачалăхĕ, шкулти вĕренĕвĕ, çарта хĕсметре тăни çинчен каласа панă. Сăмахран, Раиса Дмитриевна хăйĕн тĕпренчĕкĕн сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартнă, ывăлĕпе пулса иртнĕ кăсăк самантсене аса илнĕ. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май аслă ÿсĕмри çынсем хăйсен чÿнĕсене уçса калаçнă, пăшăрханăвĕсемпе савăнăçĕсене пĕлтернĕ.
Библиотекарьсем хăнана пушă алăпа килмен. Вĕсем хăйсемпе пĕрле кĕнекесемпе пичет кăларăмĕсем илнĕ. Çав шутра ятарлă çар операцийĕн участникĕсене халалланă кĕнеке, «Урал сасси» чăвашсен хаçачĕ те пулнă. Раиса Дмитриевна хаваспах вĕсене вулама илсе юлнă.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.