Урал сасси
+12 °С
Облачно
Эпир тата общество
15 Октября , 09:00

Олег Николаев блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗр çамрăк  блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта паян пӗлтернӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Олег Николаев блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑОлег Николаев блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ
Олег Николаев блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ

Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗр-пӗр уявра е ӗҫкӗ-ҫикӗре мар.  Ҫамрӑк блогер, видео тӑрӑх хакласан, республика Элтеперӗ патне интервью илме пынӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашла юрланӑ.

Олег Николаевпа блогер:

«Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине.

Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа.

Мӗншӗн-ха, савни, пӑхмастӑн ман ҫине?

 Эпӗ йӗпентӗм, йӗпентӗм ҫумӑрпа», — тесе юрланӑ.

Куплета юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр-блогер Элтепере тав тесе калани илтӗнет, апла пулсан юрлама вӑл хӑй сӗннӗ курӑнать, Элтепер вара килӗшнӗ.

Сӑмах май каласан, блогерсем хӑйсен блогӗсене ҫынсем ытларах пӑхчӑр тесе тем те туса кӑтартаҫҫӗ. Юрлани вара ҫынпа вӑрҫса-ҫапӑҫса ҫӳрени мар.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов