Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вăрман пушарĕсем 3‚9 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ

Пушарсем алхасни республикăри вăрман фондне 3‚9 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çакна Пушкăртстанри Вăрман хуçалăхĕн министерствинче пĕлтернĕ.

Вăрман пушарĕсем 3‚9 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ
Вăрман пушарĕсем 3‚9 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ

Республикăри Вăрман хуçалăхĕн министерствин вăрмансене хÿтĕлемелли тата упрамалли уйрăмĕн ертÿçи Данил Ахметов палăртнă тăрăх‚ «Вăрмансене упрасси» федераллă проектăн тĕллевлĕ кăтартăвĕ 17‚3 млн тенкĕпе танлашать.

Паянхи кун тĕлне республикăри вăрман фончĕн территорийĕнче вăтам класлă пушар хăрушлăхĕ сыхланса тăрать. Пĕтĕмĕшле вăрман пушарĕсем 2746‚6 гектар çĕр лаптăкĕ çинче алхаснă.

Апрель уйăхĕн 15 - июль уйăхĕн 29-мĕшĕсенче Пушкăртстанра 236 вăрман пушарĕ тухнине регистрациленĕ. Çулталăк каярах çакăн йышши пушарсен шучĕ 116па çеç танлашнă.

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: